Кашни халăх чĕлхи – турă панă пуянлăх. Вĕсем пурте хăйне майлă çепĕç, ачаш. Чăваш чĕлхи пуян та илемлĕ, янăравлă та çепĕç, паха та асамлă. Паян эпир 4-мĕш класс вĕренекенĕсемпе «Выляр-ха, тăван чĕлхене савса» вăйă-урок ирттертĕмĕр. Урокра ачасем тупмалли юмахсем шыраса тупрĕç, « Ваттисен сăмахĕсене вĕçле» вăйă вылярĕç, «Хĕвел» кластер турĕç, карточкăсемпе ĕçлерĕç. Урок тухăçлă та интереслĕ иртрĕ. Хамăр чĕлхене юратса вĕренер, ăна упрар, унпа кăмăлтан калаçар.
МБОУ "СОШ № 47" г.Чебоксары
Добро пожаловать!!!
|
|
---|