Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн шкулта чăваш кунне халалланă «Юратнă çĕр-чăваш çĕр-шывĕ» ятлă концерт иртрĕ. Ачасем мероприятие чӑннипех те тӑрӑшса хатӗрленни палӑрчӗ. Çак кун чăваш халăх юррисем, ташшисем, юмахĕсем тата ача-пăча юррисем янăрарĕç. Музыкăна вĕрентекен Пантелеймонов Юрий Геннадьевич ачасене баянпа хавхалантарса пычӗ. Уйрăмах вăтам класра вĕренекен ачасен «Шурă – шурă Шупашкарăм» (4я), «Анатри чăвашсен салтак юрри» (5а), «Вĕç-вĕç куккук» (4в), «Хĕвел тух» юррисене лайăх шăрантарчĕç. Кĕçĕн класра вĕренекенсем те хальхи вăхăтри «Çарăк» сценка кăтартса пачĕç.
Директор çумĕ Дубова Л.П. , чăваш чĕлхи вĕрентекен Власова И.В. уява хутшӑннисене пурне те ӑшшӑн саламларӗç, тав турӗç. Малашне те иксӗлми хастарлӑх сунчӗç. Пирӗн вӑй туслӑхпа пӗрлӗхре пулнине палӑртрӗç. Çак кун вĕренекенсем кăна мар, вĕрентекенсем те тата ашшĕ-амăшĕсем концерт курса савăнчĕç.