Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче шкулта «Театр кунĕ» иртрĕ. Сцена çинче 3Я, 4Г, 5К, 7К класс ачисем вылярĕç. Вĕсем Г.Н.Волков калавĕсем тăрăх хатĕрленĕ сценкăсене кăтартса пачĕç. Ачасем сцена çинче чăн-чăн артистсем пекех вылярĕç. Музыка вĕрентекенĕ Ю.Г. Пантелеймонов ачасене юрлама, ташлама хавхалантарса пычĕ. Вĕсем тăрăшса, хавхаланса выляни куракансене тыткăнларĕ.
Директор çумĕ Дубова Л.П., чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем Головина О.В., Петрова А.Г. ачасене ырласа, мухтаса тав турĕç. Малашне те çакăн пек хастар, маттур пулма сунчĕç.