Чӑваш чĕлхи эрнинче 47-мĕш шкулти 1-мĕш классенче "Чӑваш легендисемпе юмахӗсем" темӑпа уроксем иртрӗç.
Уроксене К.В. Иванов ячĕпе хисепленекен Литература музейӗн наука сотрудникӗ Еливанова Галина Георгиевна ирттерчĕ. Вĕренекенсене "Виҫӗ хӗвел", " Уйӑх синчи хӗр ", "Мӗншӗн чӑрӑшпа хыр ӗмӗр симӗс", "Улӑп ҫинчен калакан легендӑсем", "Чемень", "Чее тилӗ ", "Чее Симун" юмахсем каласа пачӗ.
Юмахсемпе легендӑсем ырра вӗрентеҫҫӗ. "Виҫӗ хӗвел" легенда пирӗн тавралӑха сыхламаллине вӗрентет. Хӗвел пулсан - эпир те чӗрӗ юлӑпӑр. Ҫутҫанталӑка вараламалла маррине ачасене асӑрхаттарчĕ. "Уйӑх синчи хӗр" юмахран ачасем хӗре ҫутҫанталӑк, уйӑх ҫӑлнине ӑнланса илчӗс. Ачасене "Улӑп"легенда та питӗ килешрĕ. Улӑп, чӑвашсем патне, эпир ырӑ ӗҫсем тума тытӑнсан тин таврӑнать. Ачасем лайӑх вӗренсен, ваттисене пулӑшсан, ашшӗ-амӑшне хисеплесен, юратсан - Раҫҫейпе Чӑваш Ен вӑйлӑ аталанса пырассине ачасем ӑнланса илчĕç. Вара вӗсем хӑйсене хӑйсем Улӑп пек туйрӗҫ. Ачасем питĕ кăммăллă пулчĕç.