Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче 47-мĕш шкулта «Эп – чăваш ачи» ятлă сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Конкурса пуçламăш, вăтам класс ачисем тата вĕрентекенсем хутшăнчĕç. Вĕренекенсем Тăван çĕр-шыв, чăваш чĕлхи, анне, çутçанталăк темисемпе сăвăсем суйласа илнĕ. Çĕнтерÿ кунĕ çитнĕ май вĕрентекенсем вăрçă темине те аякра хăвармарĕç. Поэзи кунĕнчен ачасемпе вĕренекенсем савăк кăмăлпа саланчĕç.
Сăвă вулакансен пĕтĕмлетĕвĕ çапла пулчĕ:
«Чăвашла сăвă вуласси» номинаци (пуçламăш классем хушшинче):
1 вырăн - Белова Юлия, Степанова София – 3 «Г» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.Ф);
Васильева Надежда - 1 «Б» класс (Вĕрентекенĕ Филиппова А.В.);
2 вырăн –Воронцова Анастасия, Смирнова Анна, Шаврова Анна, Краснова Анна - 3«Г» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.Ф);
Федорова Надежда - 1 «Б» класс, Тихонова Юлия- 4 «Я» класс (Вĕрентекенĕ Власова И.В.);
3 вырăн – Яковлева Арина, Макарова Варвара - 3 «Г» класс (Вĕрентекенĕ Федорова Л.Ф);
Иванов Серафим, Димитриев Евгений, Емельянова Ульяна, Маланчев Игнат, Степнов Игорь, Шашкина Виктория, Петрянкина Дарья – 4 «Г» класс (Вĕрентекенĕсем Петрова А.Г, Самарина А.А.);
«Чăвашла юмах вуласси» номинаци (пуçламăш классем хушшинче):
1 вырăн - Семенова Анжелика - 3 класс (Вĕрентекенĕ Головина О.В.).
«Чăвашла сăвă вуласси» номинаци (вăтам классем хушшинче):
1 вырăн - Волкова Анна – 6 «К» класс (Вĕрентекенĕ Петрова А.Г.);
2 вырăн – Сергеева Мария - 6 «В» класс (Вĕрентекенĕ Власова И.В.)
3 вырăн –Абророва Арина - 6 «В» класс (Вĕрентекенĕ Власова И.В.)
«Чăвашла юмах вуласси» номинаци (вăтам классем хушшинче):
1 вырăн - Соловьева Николь – 5 «В» класс (Вĕрентекенĕ Головина О.В.).
Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр!