2018 çулхи ака уйăхĕн 06-мĕшĕнче,  Шупашкар хулин 47-мĕш вăтам шкулĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă фестивалĕ иртрĕ.

Фестиваль икĕ мероприятие пĕрлештерчĕ: 2018 çулхи республика шайĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен конкурсĕн 2-мĕш тапхăрне тата «Раççей Федерацийĕн нумай нациллĕ халăхĕ культура тĕрлĕ енлĕхне тата чĕлхе эткерлĕхне упраса аталантарасси» семинара.

Чăваш чĕлхишĕн чун парса ĕçлекенсене  Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан Сергей Владимирович Кудряшов, министр çумĕ Алевтина Николаевна Федорова, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн ректорĕ Юрий Николаевич Исаев, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ пайĕн ертÿçи Геронтий Лукиянович Никифоров,  47-мĕш вãтам шкул директорĕ Кириллова Римма Ивановна саламларĕç.

Конкурсăн 2-мĕш тапхăрãнче республикãран 10 учитель тупãшрĕç. Пирĕн шкултан çак конкурса  чãваш чĕлхи вĕрентекенĕ  Власова Ирина Васильевна хутшãнчĕ.

Конкурса хутшăнакансем икĕ номаницере тупăшрĕç: «ăстаçă урокĕ» тата чăваш тумĕ кăтартас ăсталăх. Семинара хутшăнакансем 47-мĕш шкул учителĕсен уçă урокĕсене курчĕç.

Власова Ирина Васильевна «Тãван чĕлхе управçи» номинацинче лауреат пулса тãчĕ.  Саламлатпăр! Малашне те ãнãçусем сунатпãр!

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 170 çул çитнине халалланă фестивалĕ çÿллĕ шайра иртрĕ, хãнасене те, вĕрентекенсене те кãмãла кайрĕ.

Сейчас 7 гостей и ни одного зарегистрированного пользователя на сайте